Чăваш чěлхипе культури эрни иртрě…

Акă вěренӱ çулě те вěçленсе пырать. Анчах та ака уйăхě чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсемшěн уйрăмах ěçлевлě вăхăт. Ара, ку уйăхра икě пěлтерěшлě уяв-çке: ака уйăхěн 25-мěшě – Чăваш чěлхи кунě, ака уйăхěн 29-мěшě вара – Чăваш Республикин патшалăх символěсен кунě. Çавна май кашни шкулта чăваш чěлхипе культурин эрнисемпе вунăкунлăхěсем иртеççě. Паллах, 2019 çул Раççейре Театр çулě пулнине асра тытас пулать.

Театр çулне халалланă чăваш чěлхипе культура эрни Куславкка хулин 3-мěш шкулěнче те иртрě. Кашни класра тенě пекех е уçă урок, е мěнле те пулин класс тулашěнчи ěç ирттерме палăртрěç вěрентекенсем. Çакна та каласа хăвармалла: чăваш чěлхипе культура эрнине кěçěн класс учителěсем те яланах активлă хутшăнаççě пирěн шкулта.

Уяв мероприятийěсем ака уйăхěн 23-мěшěнче пуçланчěç. Çак кун шкулта хулари чăваш чěлхипе литератури учителěсем пухăнчěç, кунта методика пěрлешěвěн черетлě ларăвě иртрě.   Чи малтанах 6-мěш классем хушшинче «Чи ăслисем» вăйă пулчě, ăна «Своя игра» телевăйă майлă йěркеленě. Унтан 7в класра «Ачаран палланă вырăнсем» темăпа уçă урок иртрě. Ачасем критикăллă шухăшлав мелěпе мěнлерех ěçленине кăтартса пачěç. Урока тишкернě май учительсем вěренекенсем тěрлě информаципе ěçлеме пултарнине, кăткăс лару-тăруран тухма ăнăçуллă мелсем шыранине  палăртса хăварчěç. Шкул музейěн ертӱçи Юркова И. Н. хатěрленě ««Шкул музейě – халăх историйěн çăлкуçě» мастер-класа пурте хаваспах хутшăнчěç.

           Кунсерен шкулта темиçешер мероприяти йěркелерěç учительсем. Экскурсипе мелěпе хатěрленě уроксем шкул музейěнче те, 3-мěш хутри холра та (кунта «Чăваш халăхӗн паллă çыннисем» стендсем пур), классенче виртуаллă майпа та иртрěç. Шкулта интеграциллě уроксем йěркелесси те йăлана кěнě. Чăваш чěлхипе тата технологи предмечěсене пěрлештернě урок 5а класра иртрě: ачасем чăн-чăн чăваш чăкăтне пěçерчěç, ун çинчен каласа пачěç. 4б класра ИЗО-па технологи урокě пулчě: кунта чăваш халăх тумне эрешлерěç, курав йěркелерěç. Шкул библиотекинче «Тăван тавралăх» тата «И. Я. Яковлев» кěнеке выставкисем ěçлерěç, пěрремěшпе иккěмěш классем библиотекăра ирттернě мастер-классене хутшăнчěç, И. Яковлев юмахěсемпе калавěсене артистсем пек вулама тăрăшрěç. Чăваш юмахěсемпе халапěсем тăрăх 2в, 4б, 4в классенче мероприятисем иртрěç, кěçěн классем çамрăк ӱнерçěсен конкурсне хутшăнчěç. 3а тата 4а классем мăнкун вăййисене выляма кăмăл турěç, уйрăмах ачасене çăмарта кустарма килěшрě.

Ака уйăхěн 24-мěшěнче 4в классем 2в класс ачисем патěнче хăнара пулчěç. Малтан кěçěннисене «çěрě памалла» чăваш халăх вăййипе паллаштарчěç, унтан вěсен вěрентекенě Н. В. Трофимова çак вăйă тăрăх мастер-класс ирттерчě. Сăмах май каласан, тăваттăмěшсем ку вăйăпа «Туслăх асамачě» фестивалěн районти тапхăрěнче тата республика шайěнчи кěретсěр тапхăрěнче çěнтерӱçě пулнăччě. Шупашкарта ирттернě регионсен шайěнчи тапхăрта ăнăçлă хутшăннăччě, «Чăвашрадио» та темиçе хут вěсен пултарулахĕпе паллаштарнăччě.

Кашни çулах чăваш чěлхипе культурин эрнине Куславккари библитекăсен ěçченěсем те активлă хутшăнаççě. Кăçал та Тěп библиотека ěçченě Иванова Н. А. пулăшнипе 9-мěш классем хушшинче краеведени диктанчě, 6-7 классемпе краеведени викторини ирттертěмěр. Ача-пăча библиотеки ěçченě Ильина Е. Н. чăваш халăх юмахěсем тăрăх «Ыркăмăлăх урокě», «Навеки в памяти людской…»  информаци сехечě, «Мой гимн, мой флаг, моя республика»     литературăпа музыка композицийě ирттерме пулăшрě.

Вěренекенсем вěрентекенсем республика шайěнче ирттернě акцисене те айккинче хăвармарěç.  «Пěтěм чăваш диктанчě – 2019» акцие 7 учительпе 4 вěренекен хутшăнчěç. Кăçалхи диктант чăваш театрěпе киновне пуçарса янă Иоаким Максимов-Кошкинскипе унăн мăшăрě Тани Юн, чăвашсен пěрремěш киноартиси, çинчен пулчě. Учительсемпе шкул ачисем «Подари музею экспонат – сохрани память о себе»... акцие хутшăнса шкул музейне чылай экспонат илсе килчěç. Ку ěçре кěçěн классем маттуртарах пулнине палăртса хăвармалла.

Чăваш чěлхипе культури эрни уяв концерчěпе вěçленчě. Эрне тăршшěпе конкурссемпе олимпиадăсенче активлă хутшăннисем грамотăсем илме тивěçлě пулчěç.