«Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăнтăмăр…

Шкулта Чăваш культурин эрни малалла пырать. Ака уйăхěн 25-мěшěнче эпир те, учительсемпе вěренекенсем, «Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăнтăмăр.

Куславккари 3-мěш шкулти 7 учительпе 4 вěренекен хăйсен çырăвне тěрěслерěç. Вěрентекенсенчен пурте – Артамонова М. А., Михайлова Т. Н., Педюсева Г. А., Сидорова А. М., Трофимова Н. В., Чердакова В. Г. тата Юркова И. Н. «5» паллă илчěç. Аслă классенче вěренекен Васонофьева Н., Карамзин И., Максимов А., Кудряшов В. та маттур пулчěç – вěсем диктанта «4» паллăлăх çырчěç. Пурне те «Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăннăшăн тав тăватпăр, çěнтерӱçěсене вара чун-чěререн саламлатпăр!

Кăçал Раççейре – Театр çулě. Çавна май акцие ирттерекенсем диктант валли театр темиллě текст суйласа илнě. Авторě - Владислав Николаев журналист. Сăмах чăваш театрěпе киновне пуçарса янă Иоаким Степанович Максимов-Кошкинскипе унăн мăшăрě Татьяна Степанова Бурашникова-Кошкинская çинчен пырать. Кусем – пěрремěшсем! Кусем – чăваш халăхěн чапěпе мухтавě.

Чăваш чěлхи – халăх историйěн тěкěрě. Хăйне чăваш тесе шутлакан кашни çыннăн тăван чěлхене упраса хăварма тăрăшмалла. Тăван сăмах вăл тин çуралнă ачашăн тăван сасă пулса тěвěленсен çеç малалла аталанма пултарать. Çавăнпа та чăваш ачине тăван чěлхепе тěрěс çырма пěлмесен намăс пек туйăнать. Çакăн пек диктантсене тăтăшах çыртармалла. Чăваш ачи чăвашах пултăр!

Яланах çакăн пек пултăрччě!