«Эпир пултаруллă ачасем» мероприяти

Ака уйăхěн 24-мěшě. Çак кун 2в тата 4в класра вěренекенсем «Эпир пултаруллă ачасем» мероприятие пуçтарăнчĕç. Мероприяти тĕллевĕ – ачасен пултарулăхěпе паллаштарасси, вěсен ěçне хак парасси.

Мероприятие Г.А. Педюсева вěрентекен уçрě. Вăл ачасене шкулта Театр çулне халалланă чăваш чěлхипе культура эрни пуçланни çинчен хыпарларě, планпа палăртнă мероприятисене активлă хутшăнма сěнчě.

Вара ачасем хăйсен пултарулăхěпе паллаштарма тытăнчěç. Чи малтанах 2в класс ачисем чăваш юмахě тăрăх лартнă «Сармантей» сценкăна ăнăçлă выляса пачěç. Унтан пурте пěрле çак юмах тăрăх иртттернě викторина ыйтăвěсене хуравларěç, юмах тăрăх ӱкернě ěçсене хакларěç.

Шурдеев Ф. вырăс халăхěн «Курочка-ряба» юмахне каласа пачě, çак юмах тăрăх ӱкернě мультфильма кăтартрĕ. Малалла ачасем икě юмаха танлаштарса пěрпеклěхсемпе уйрăмлăхсене палăртрěç, вырăссемпе чăвашсем ěмěр-ěмěр юнашар пурăннăран халăхра çакнашкал юмахсем çуралнине пěлчěç.

Даша П. тата Королина Р. тěнчери чи çывăх çын – анне – çинчен пăхмасăр вěреннě сăвăсене артистран та кая мар каласа пачěç.

4в классем кěçěннисене хавхалантарсах пычěç: малтан «çěрě памалла» чăваш халăх вăййипе паллаштарчěç, унтан вěсен вěрентекенě Н. В. Трофимова çак вăйă тăрăх мастер-класс ирттерчě. Сăмах май каласан, тăваттăмěшсем ку вăйăпа «Туслăх асамачě» фестивалěн районти тапхăрěнче тата республика шайěнчи кěретсěр тапхăрěнче çěнтерӱçě пулнăччě. Шупашкарта ирттернě регионсен шайěнчи тапхăрта ăнăçлă хутшăннăччě, «Чăваш радио» та темиçе хут вěсен пултарулахĕпе паллаштарнăччě.

Иккěмěш классем «Тăван тавралăх» темăпа ӱкерчěксем тунă. В. Г. Чердакова вěрентекен ачасен ěçěсемпе паллаштарчě, вěсене хак пачě.

Юлашкинчен, мероприятие хутшăнакансем пурте пěрле асăнмалăх сăн ÿкерттерчěç. Уяв пурин кăмăлне те кайрě!