Чăваш халăх историйěнчен

Аваллăхсăр малашлăх çук.

Ваттисен сăмахě

 

         Шăматкун, ака уйăхěн 28-мěшěнче 9а класра чăваш халăх историне халалланă «Аслă Пăлхар» ятлă мероприяти иртрě. Ку патшалăха VII ěмěр пуçламăшěнче Çурçěр Кавказра, Хура тата Каспи тинěсěсем хушшинче, Кубрат хан йěркеленě пулнă. Çынсем кунта выльăх-чěрлěх ěрчетнě, çěр ěçěпе ěçленě, иçěм çырли сачěсем лартса ÿстернě, Византипе тата Персипе суту-илÿ тунă…

         Халап тăрăх, Кубрат хан ывăлěсене туслă пурăнма хушса хăварнă-мěн. Анчах та лешсем ашшě хушнă пек пурăнайман: VII ěмěр варринче Аслă Пăлхар патшалăхě арканнă. Шăпах çакăн çинчен калаçрěç ачасем мероприятире. Вěсем чи малтан Аслă Пăлхар патшалăхě çинчен презентаци пăхрěç. Унтан Кубратпа ывăлěсем çинчен калакан халапа сценка пек лартса пачěç, вěрентекенсен ыйтăвěсене хуравларěç, çав тапхăрта пирěн чěлхене кěрсе юлнă сăмахсене тупса палăртма тăрăшрěç.

         Мероприятин тěп тěллевě туслăх теми пулчě. Кубрат хан ывăлěсем пěр-пěринпе туслă пурăннă пулсан Аслă Пăлхар патшалăхě нумайрах тытăнса тăнă пулěччě. Çавна май ачасем туслăх темипе ваттисен сăмахěсем тупрěç, вěсене тишкерчěç, халăхсен пěрлěхне кăтартма «шăрçа ярăмě» турěç. Паллах, мероприятире чăвашсен мăн аслашшěсен тепěр патшалăхě – Атăлçи Пăлхар – пирки те асăнса хăварчěç. Вěренекенсем ку патшалăх çинчен видеоролик пăхрěç, вăл кашнин чун-чěринче мěнле туйăм вăратнине каларěç.

         Нумай та пěтет, сахал та çитет, пěрле пурăннине мěн çитет тенě ваттисем. Ку ваттисен сăмахě мероприятие пěтěмлетме питех те вырăнлă пулчě. Пирěн республикăра 128 тěрлě наци çынни туслă пурăнать-çке.