Авалхи пăлхарсен историйĕн страницисем

«Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех:

хăрать, типет, кăшт çил вĕрсенех тÿнет»

Олег Кульев, чăваш журналисчĕ

 

Чăваш культурин эрнинче 9-б класра «Атăлçи Пăлхар» темăпа класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ. Мероприятире ачасем чăваш халăх историне Хунн патшалăхĕнчен пуçласа Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ таранах тишкерчĕç. Хăйсем мĕн пĕлнине таблицăна тултарса пычĕç. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ çинчен видеофрагментсем пăхса сÿтсе яврĕç. Хăйсен пĕлĕвне тест ыйтăвĕсене хуравласа тĕрĕслерĕç.

Çакăн йышши мероприятисем ачасен критикăллă шухăшлавне аталантараççĕ, тĕрлĕ информаципе пĕлсе усă курма вĕрентеççĕ, чăвашсен мăн аслашшĕсен, пăлхарсен, историйĕпе культурине ас туса юлма пулăшаççĕ.