Методика пěрлешěвěн ларăвě иртрě…

         Апрелěн 24-мěшěнче пирěн шкулта хулари чăваш чěлхипе литератури учителěсем пухăнчěç.  Тěп сăлтавě – И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине палăртасси, çав ятпа тěрлě ěçсем туса ирттересси. Паллах, 2018 çул Раççейре волонтер çулě пулнине те асра тытас пулать. Çавна май шкулти кашни учитель мěнле те пулин мероприяти ирттерме палăртнă. Чи малтанах 7б класра «Улăп чěреллě çын» ятлă уяв иртрě. Чăваш тумě тăхăннă ачасем И. Яковлев çинчен сăвăсем вуларěç, унăн «Халалěн» ěç çинчен калакан сыпăкне пилěк чěлхепе (чăвашла, вырăсла, акăлчанла, нимěçле тата французла) пăхмасăр каласа пама пултарчěç, юрă-ташăпа савăнтарчěç. 4а класра вěренекенсем «Тилěпе тăрна» сценка кăтартрěç. Пухăннисене, çав шутра ашшě-амăшěсене те, уяв кăмăла кайрě. Аслисем çитěнекен ăрăва малашне те çитěнÿ тума ырлăх-сывлăх сунчěç.

         Унтан 4в тата 6б классенче «Эпир чăвашла вěренетпěр» тата «Чăваш Республики» темăсемпе уçă уроксем иртрěç. Ачасем проект мелěпе мěнлерех ěçленине кăтартса пачěç, хăйсен ěçěсемпе паллаштарчěç. Уроксене тишкернě май учительсем вěренекенсем тăрăшуллă ěçленине, проект валли тěрлě информаци пуçтарма пултарнине, кăткăс лару-тăруран тухма ăнăçуллă мелсем шыранине  палăртса хăварчěç.

         Александрова А. В. вěрентекен вара «10-мěш класра Н.Я. Бичуринăн «Байкал» очеркне тишкернě май видиороликсемпе усă курасси» темăпа мастер-класс ирттерчě, видиоролик пăхнă хыççăн туса ирттермелли ěçсене кăтартса пачě.

         Юлашкинчен учительсем «Пěтěм чăваш диктанчě – 2018» акцие хутшăнчěç. Кăçалхи диктант ячě – «Тăван чěлхе». Материала Александр Артемьев çыравçă хайлавěнчен илнě. Диктанта пурě çичě вěрентекен çырчě. Кам мěнле çырни ěçсене тěрěсленě хыççăн паллă пулě.