Уçă урок – 2018

Куславкка районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн 2017/2018 вĕренÿ çулĕнче ирттерекен мероприятисен планĕпе тата И.Я.Яковлев çулталăкне халалланă мероприятисен йĕркипе килĕшÿллĕ февраль уйǎхěнче тăван (чăваш) чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен «Тăван (чăваш) чĕлхепе литература. «Уçă урок 2018» районти пĕрремĕш фестивалĕ иртрě. Фестиваль тĕллевĕсем: педагогикăра тата методикăра çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртасси, вĕсен творчествăллă ĕç опытне халăх çине кăларасси; ик чĕлхелĕх, тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕн концепцийĕ тата ФГОС стратегине тĕпе хурса пултаруллă ĕçлекен учительсене тупса палăртасси. Фестиваль задачисем: ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене аталантарас енĕпе тунă çĕнĕлĕхсене тупса палăртасси;  тăван (чăваш) чĕлхепе литературăна вĕрентсе пухнă паха опыта сарасси.

Фестивале Куславкка районĕнчи тăван (чăваш) чĕлхеллĕ вĕренÿ организацийĕсен тата вырǎс чĕлхиллĕ вĕренÿ организацийĕсен тăван (чăваш) чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем  хутшăнчěç. Фестиваль пĕтĕмлетĕвне жюри Положенире палăртнă хаклав критерийĕсене шута илсе турě, пĕтĕмлетÿ протоколне çырчĕ. Çĕнтерÿçĕсене тата призерсене диплом парса чыслěç.