Чăваш культурин вунăкунлăхě вěçленчě…

Çу уйăхěн 3-мěшěнче Куславккари 3-мěш шкулта Чăваш культурин вунăкунлăхěнче ирттернě ěçсене пěтěмлетрěç. Ăна Раççейри экологи, Чăваш Енри Аннепе атте çулталăкěсене халалланăччě.  

Вунăкунлăхра чăваш чěлхипе литературине тата тăван ен културине вěрентекенсем 30 ытла мероприяти йěркеленě. Паллах, вěсенчен ытларахăшě - уçă уроксем. Кăмăл пуррисене кашни уçă урокпа класс тулашěнчи мероприятие çитсе курма май туса панă.  Кăçал районти библиотека тытăмěн ěçченěсемпе тачă çыхăнура пулнă, вěсемпе 4 мероприяти хатěрлесе ирттернě. Унсăр пуçне районта ирттернě мероприятисене те маттур хутшăннă пирěн ачасем. 

Вунăкунлăха пěтěмлетме пурте шкулти акт залěнче пуçтарăнчěç. Уява шкулти методика пěрлешěвěн ертӱçи Г. Педюсева уçрě. Вăл пурне те уяв ячěпе саламларě.

Паллах, чи малтан вунăкунлăха хастар хутшăннисене, тěрлě конкурс çěнтерӱçисене чысларěç.  Кăçал «Чěвěлти чěкеç» вăйă конкурса 108 ача хутшăнчě: 2-мěш классем – 16 ача, виççěмěшсем – 8, тăваттăмěшсем – 13, пиллěкмěшсем – 15, улттăмěшсем – 18, çиччěмěшсем – 11, саккăрмěшсем – 10, тăххăрмěшсем – 17. Вěсенчен 31 ача конкурсăн ятарлă дипломне илме тивěçлě пулчěç. 4-мěш класра вěренекен Н. Семенова Республика шайěнче çěнтерӱçě (I степеньлě диплом) пулса тăчě. Н. Забраева, Д. Пушкова (2 классем) тата У. Мотова (4 класс) II тата III степеньлě дипломсене тивěçрěç. Чăваш чěлхи вěрентекен çичě учитель «Чěвěлти чěкеç» йěркелӱ комитечěн Тав хучěсене илчěç. Çитес çул ку вăййа ачасем валли кăна мар, вěрентекенсемпе ашшě-амăшěсем валли те йěркелеме палăртнă.

СССР халăх артистки В. Кузьмина ячěллě регионсем хушшинче иртернě илемлě вулакансен конкурсěн димломанчěсене те чысларěç уявра. Ку конкурсра А. Мигирова (1 класс) тата Л. Мушкарева (11 класс) чăвашла  сăвă вуласа II степеньлě диплома тивěçнě, 4 класри А. Конюкова чăваш юмахне вырăсла вуланă (III степенлě диплом).

Уявра Чăваш культурин вунăкунлăхěнче ирттернě «Çут çанталăк  кěтесě»  тата «Манăн тăван çěр-шывăм» конкурссенче маттур пулнă çамрăк ӱнерçěсене те, «Чăваш çěр-шывě çинчен эсир мěн пěлетěр?» викторинăна хастар хутшăннă вěренекенсене  те чысларěç. Ку  ачасем шкул администрацийěн грамотисене тивěçрěç. 4-мěш класри А. Доманин чăн-чăнах маттур ӱнерçě вара, вăл - çамрăк ӱнерçěсен икě конкурс призерě те.

Унтан тěрлě конкурс çěнтерӱçисем валли пěчěк концерт пулчě. А. Миригова, С. Носова, А. Жорова, В. Карпова экологи тата тăван-пěтен темиллě сăвăсем вуларěç. 8-мěш класри Д. Аввакумов пирěн ентешěн, А. Смолинăн «Чăваш мунчи» сăввине питě ăста вуласа пачě. Кăçал вăл «Смолин вулавěсем» конкурсра çěнтерсе ятарлă статуэткăна  тивěçрě-çке.  Ландыш Басырова, Настя Аракчеева тата Аня Тарасова хăйсен юррисемпе савăнтарчěç. Чи маттуррисем вара 2-мěш классем пулчěç. Вěсем чăваш халăхěн «Çарăк» юмахě тăрăх хатěрленě инсценировкăна кăтартса пачěç. Ара, çарăк вăл Атăл тăрăхěнчи халăхсем хушшинче чи анлă сарăлнă пахча çимěç пулнă мар-и?

Уяв пурне те килěшрě. Унта хутшăннă кашни ача çитес çул чăваш культурин вунăкунлăхне мěнлерех хутшăннасси пирки шутларě-тěр. Ара, пурин те маттур пулас килет-çке!

Căн ўкерчěксем