«Пирěн таврара» уçă урок

Ака уйăхěн 27-мěшěнче 5в класра уçă урок иртрě. Урок темине тупас тесе ачасем тěрлě ěç туса ирттерчěç:  «пирěн» сăмахпа ят сăмах майлашăвěсем тупрěç, унтан çав сăмах майлашăвěсене вырăн падежěнче лартрěç, вара пěтěмлетӱ сăмахне тупрěç. Унтан пирěн таврара мěнлерех тěссем пуррине каларěç, асамат кěперěн тěсěсемпе танлаштарчěç. Ачасемшěн «сенкер» тěс çěнни пулчě, «хура» тата «шурă» тěссем пирки те çěнěлле информаци илчěç.

Унтан сăмах пирěн чăваш чěлхин тěпчевçисем çинче куçрě. Вěрентӱ пособийěнче ултă тěпчевçě (Н. И. Золотницкий, И. Я. Яковлев, Н.И Ашмарин, Тимухха Хěветěрě, В. Г. Егоров тата С. П. Горский) пирки информаци пур. Ачасен килте текстсене илемлě те тěрěс вулама тата вěсен содержанине вырăсла  каласа пама хатěрленсе килмелле пулнă. Урокра вара çак информацие таблицăна кěскен çырса хумалла пулчě. Çапла туни вěренекенсене тěпчевçěсем ăçта çуралнине, вěсен национальноçне, тěп ěçěсене тата И. Яковлевпа мěнле çыхăнура пулнине астуса юлма май пачě. Унтан ачасем çак тěпчевçěсен çуралнă вырăнне карттă çинче тупса палăртрěç, ăçта ěçлесе пурăннине кăтартрěç,  район ячěпе юнашар тěпчевçě ятне çырса хучěç. Кунсăр пуçне тата ытти ěçсене те ăнăçлă туса ирттерчěç. Паллах, урок пěтěмлетěвне те ачасем хăйсемех тума пултарчěç.

Урок пирěн ентеш А. Смолин сăввипе çырнă «Атте килě» юрăпа вěçленчě. Ара, кăçал Чăваш Енре Аннепе атте çулталăкě-çке.