«Çут çанталǎк кěтесě» ÿкерчěксен конкурсě

Пирěн шкулти 4-мěш класра вěренекенсем хушшинче «Çут çанталǎк кěтесě» ÿкерчěксен конкурсě иртрě. Конкурса Экологи Çулталǎкне халаланǎ. Ачасем хамǎр тǎван тавралǎхри илеме ÿкерчěксем туса кǎтартрěç, çут çанталǎка упрамалли çинчен тепěр хут аса илтерчěç. Чи лайǎх ÿкерчěксем грамотǎна тивěç пулчěç.