Эсир пуртан кил-çуртӑм ӑшӑ.

    Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 3В класра класс тулашӗнчи уçӑ мероприяти пулса иртрӗ.Ӑна вӗсем аннепе атте çулталӑкне халалларӗç. Пӗрремӗш ушкӑнри ачасем хӑнасене  хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗç: чӑвашла сӑвӑсем каларӗç,юрӑсем юрларӗç, вӑйӑсем вылярӗç,анне-атте çинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗç,презентации тӑрӑх  хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗсем çинчен каласа пачӗç.Чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ Г.Н.Волков çырнӑ «Кил илемӗ» кӗнекепе, анне-аттене халалласа лартнӑ палӑксемпе паллашрӗç.Чӑн-чӑн чӑваш уявӗ пекехпулчӗ ку мероприятии.Çакӑн пек мероприятисем ачасене тӑван-пӗтене хисеплеме, вӗсен çывӑх çыннисем çинчен калаçтарса  кӑмӑл-туйӑмне çӗклеме, чӑваш юрри-ташшин илемне туйма хӑнӑхтараççӗ.