«Чĕвĕлти чĕкеç – 2017» вăйă конкурсăн çĕнтерÿçи

2017 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Чĕвĕлти чĕкеç – 2017» вăйă конкурсăн çĕнтерÿçисене чысларĕç.Уява пуçтарăннă шкул ачисене, вĕсен вĕрентекенĕсемпе ашшĕ-амăшне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн организаципе методика енĕпе ĕçлекен проректорĕ С.В. Петрова саламларĕ. Светлана Владимировна чи малтанах Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе салам сăмахĕ каларĕ, Раççей шайĕпе иртекен конкурса чăваш ачисем кăçал 14-мĕш хут хутшăннине аса илтерчĕ, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсăн пĕлтерĕшне палăртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсепе парнесем парса саламларěç. Вěсен хушшинче пирěн шкулта 4-мěш класра вěренекен Семенова Настя та пулчě. Настьǎна малалла та çитĕнÿсем тума сунатпǎр.