Пирĕн пултарулăх.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 3-мĕш «Б» класра «Пирĕн пултарулăх» темăпа уçă урок пулчĕ. Урокра ачасем ушкăнпа ĕçлерĕç. Çулталăк тăршшĕпе мĕн вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетрĕç. Ĕçсене карточкăсем çинче те слайдра та туса ĕлкĕрсе пычĕç. Вылянă май вĕреннĕ юрăсене те юрларĕç. Пурте питĕ хастар та маттур ĕçлерĕç. Ушкăнпа туслă ĕçлеме пĕлни те палăрса тăчĕ. Вĕрентекен пурин ĕçне те «5» паллăпа хакларĕ.