«Космонавтика кунĕ» темăпа ирттернĕ уçă урок.

Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ! Çак кун пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ пулчĕ. Ларура 7-мĕш «В» класра «Космонавтика кунĕ» темăпа уçă урок пăхрăмăр. Урокра ачасем 2 ушкăнпа «экипажпа» ĕçлерĕç. Кашни экипаж хăйĕн командирне, бортинженерне, художникне, тĕпчевçине, ученăйне тата çыравçине суйларĕ. Урокра видеороликсем пăхнă май, хăнăхтарусем тунă май ачасем «паспорт» тултарса пычĕç, хăйсен ăсне, тимлĕхне, спортпа туслă пулнине тĕрлĕ ĕç туса  çирĕплетрĕç. Экипажсем «космосра» та пулчĕç, хĕвел системине кĕрекен планетăсемпе паллашрĕç, Марс çинчен Çĕр çине сведенисем ячĕç, хăйсем космосра мĕн курнине ÿкерчĕç. Урокра Ю.А.Гагаринпа А.Г.Николаев туслăхĕ çинчен те калаçрĕç.