«Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăнтăмăр…

Шкулта Чăваш культурин вунăкунлăхě малалла пырать. Ака  уйăхěн  24-мěшěнче эпир те, учительсемпе вěренекенсем, «Пěтěм чăваш диктанчě» акцие хутшăнтăмăр.    

      Куславккари 3-мěш шкулти 5 учительпе 5 вěренекен  хăйсен  çырăвне  тěрěслерěç.   Вěрентекенсенчен «5» паллă илекенсем 4 пулчěç: В. Ефимова, Г. Педюсева, А. Сидорова тата В. Чердакова.  Шкул ачисенчен чи  маттурри – вун пěрмěш класри Люда Мушкарева. Пурне те чěререн саламлатпăр!

     Чăваш чěлхи – халăх историйěн тěкěрě.  Хăйне чăваш тесе шутлакан кашни çыннăн тăван чěлхене упраса хăварма тăрăшмалла. Тăван сăмах вăл тин çуралнă ачашăн тăван сасă пулса тěвěленсен çеç малалла аталанма пултарать. Çавăнпа та чăваш ачине тăван чěлхепе тěрěс çырма пěлмесен намăс пулмалла. Çакăн пек диктантсене тăтăшах çыртармалла. Чăваш ачи чăвашах пултăр!

      Яланах çакăн пек пултăрччě!