Чăваш Республикин патшалăх символěсем

Раççейри кашни республикăн хăйěн патшалăх символěсем пур, çав шутра – пирěн республикăн та. Вěсем шутне герб, ялав тата гимн кěреççě. Пирěн респуликăн патшалăх символěсене 1992 çулта йышăннă, Чăваш Енěн Пěрремěш Президенчě Н. В. Федоров ака уйăхěн 29-мěш кунне Чăваш Республикин патшалăх символěсен кунě тесе алă пусса çирěплетнě. Герб тата ялав эскизěсене Элли Юрьев художник тунă. Илле Тукташ сăвввипе Герман Лебедев кěвěленě «Тăван çěр-шыв» юрă тăван республикăн гимнě пулса тăнă. Унтанпа кěçех чěрěк ěмěр çитет. Чăн-чăн юбилей ěнтě.

         Çак уява халласа ака уйăхěн 22-мěшěнче 7в класра уçă урок пулчě. Урок проект ěçě пек иртрě. Малтан учитель вěренекенсене Чăваш Ен патшалăх символěсем пирки мěн пěлнине А4 форматлă хут çине çырса хума сěнчě. (Шел пулин те ачасен пěлěвě тарăнах марри палăрчě.) Унтан презентаципе усă курса ЧР патшалăх символěсем çинчен каласа пачě, вěренекенсене кěскен çырса пыма сěнчě.

         Герб историйě Атăлçи Пăлхар патшалăхěнченех пуçланнă иккен. Совет тапхăрěнче ЧАССР-ăн  хăйěн гербě пурри çинчен республикăн 1926 çулта йышăннă Конституцийěнче каланă. Ун хыççăн Чăваш Автономлă Республикин гербне 1927, 1931, 1937 çулсенче улăштарнă. Вăл тапхăрти гербсем Раççей Федерацийěн гербě майлăрах пулнă. 1937 çулта йышăннă герб Чăваш Республики туса хуричченех вăйра тăнă.

         ЧР гимнěпе те паллашрěç ачасем: текстне вуласа тишкерчěç, юрларěç, гимн шăрантарнă чух хăйсене мěнле тытмаллине вěренчěç. Паллах, проект ěçěн пěтěмлетěвě çитес урокра пулě. Паян урокра илнě пěлӱ ака уйăхěн 22-мěшěнче иртекен олимпиадăра ăнăçлă хутшăнма май парě.