«Чăваш чĕлхине камсем тĕпченĕ?» уçă урок

Ака  уйăхĕн 21-мĕшěнче 5в класра «Чăваш чĕлхине камсем тĕпченĕ?» темăпа уçă урок иртрĕ. Урок эпиграфě:  «Чĕлхе вăл - халăх чунĕ»  ваттисен сăмахě. Чи малтан  вĕренекенсен çак ваттисен сăмахне ăнлантарса памалла пулчě.  «Мĕншĕн çапла калаççĕ-ши?» тата «Мĕн вăл чун?» - çак ыйтусене хуравлама тиврě пиллěкмěшсене.  Унтан калаçу чăваш чěлхин паллă тěпчевçисем çине куçрě. Çав паллă тĕпчевçĕсем Н. И. Золотницкий, И. Я. Яковлев, Н. И. Ашмарин, Тимухха Хěветěрě, С. Горский хăйсен пурнăçне, чунне, вăхăтне шеллемесĕр чăваш халăхěшăн, чăваш чĕлхишĕн ĕçленĕ, нумай-нумай наука ĕçĕ çырнă, пирĕн тăван чĕлхене чапа кăларнă. Вěсем хушшинче пирěн ентеш те – В. Г. Егоров та пур. Унпа эпир тивěçлипех мухтанатпăр.

Урокра «Иван Яковлевич Яковлев – просветитель чувашского народа» электронлă пособипе паллашма та, чапа тухнă тĕпчевçĕсем пирки кěнекере панă текстсене пăхса тухма та вăхăт çителěклех пулчě ачасен. Урокра пурте тăрăшса ěсленěрен вěрентекен те кăмăллă юлчě.