«Чăваш картти умĕнче» уçă урок

Ака уйăхĕн 20-мĕшěнче 6а класра «Чăваш картти умĕнче» темăпа уçă урок иртрĕ. Чи малтанах ачасем ыйтусем çине хуравласа урок темине палăртрĕç Хăйсем ăçта пурăннине, Чăваш Республики ăçта вырнаçнине каласа хăварчĕç, чăваш карттипе паллашрĕç. Малалла тăван республика çинчен видеосюжет пăхрĕç, клоуз тест турěç.

Чăваш карттипе ĕçленĕçемěн Чăваш Енри хуласем ăçта вырнаçнине хĕрлĕ тĕспе палăртса пычĕç, юхан шывсене вара кăвар тĕспе ӱкерчĕç. Хуласемпе юхан шыв ячěсене пысăк сас паллирен пуçласа çырмаллине палăртса хăварчĕç.  Ваттисен сăмахĕсемпе те хастар ĕçлерĕç. Урока пĕтĕмлетме вěрентекен тест ĕçĕпе усă курчě.