Юрă тексчĕсене çыракан сăвăç.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 8 а класра Ваçлей Давыдов-Анатрине халалласа «Юрă тексчĕсене çыракан сăвăç» темăпа класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ. Çак мероприятие  тĕп библиотека ĕçченĕсем Ефремова С.С., Иванова Н.А. тата чăваш чĕлхи вĕрентекенсем Педюсева Г.А. Ефимова В.П. йĕркелерĕç. Надежда Ананьевна Ваçлей Давыдов-Анатрин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Ачасем библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ буклетпа тата сăвăç кĕнекисенчен хатĕрленĕ выставкăпа паллашрĕç. Унтан Ваçлей Давыдов-Анатрин сăввисене вуласа тишкерчĕç, унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене итлерĕç. Галина Алексеевнăпа Надежда Ананьевна  чăвашла юрласа ачасене савăнтарчĕç.