Библиотекăри куравра

         Ĕнер, ака уйăхěн 20-мěшěнче, шкул библиотекинче йěркеленě курав малалла ěçлерě. Н. Доманина библитекарь ăна виçě темăпа йěркеленě: «Тăван тавралăх», «Атте-анне – чун ăшши», «Пирěн юбилярсем». Пěрремěшě чăвашлăха сăнлать: кунта чăваш тěрри, тумтирě, чăвашсен аваллăхě, чăваш  тěпчевçисем çинчен калакан кěнекесемпе паллашма пулать. Куравăн тепěр пайне Чăваш Енри Аннепе атте çулталăкне халалланă. Юлашки пайě -кăçалхи юбилярсен (П. Хусанкайăн, А. Смолинăн тата ытти çыравçăсен) хайлавěсем.

         Курава 5б классем те çитсе курчěç. Вěсене курава тăратнă кěнекесем çинчен Г. Педюсева вěрентекен каласа пачě, шкул библиотекине час-час кěрсе тухма, кěнекесемпе паллашма сěнчě.

         Курав пурне те килěшрě. Ачасем ырă ěçшěн Наталья Васильевнăна тав тума та манмарěç.