Çырла шăршиллě çулла…

Паян, ака уйăхěн 21-мěшěнче, 8б класра «Çулла» темăпа уçă урок иртрě. В. Ефимова вěрентекен ачасене çуллахи асамлă вăхăта илсе çитерме пултарчě. Вěренекенсем çулла мěн тěслине те, мěнле шăршăллă пулнине те пěлчěç. Урок тăршшěпех вěсем хастар ěçлерěç: вуларěç, çырчěç, «домино» вăйă вылярěç, кроссвордсем шутларěç, кластер турěç, синквейн çырчěç… Юлашкинчен вěрентекен ачасене хăйсене сăмах пачě. Вěренекенсен урокри чи килěшнě ěçе, чи кăсăклă саманта, çěнě информаци илме пулăшнă тапхăра палăртмалла пулчě. Паллах, кашниех хăй шухăшне палăртма пултарчě.

         Маттурсем урок вěçленнине те сиссе юлаймарěç. Ара, пěр ěç тепринпе хăвăрт ылмашăнса пычě мар-и?! Класран пурте тулли кăмăлпа саланчěç.