Паян шкулта Чăваш культурин вунă кунлăхě пуçланать

Ака уйăхěн 19-мěшě. Паян шкулта Чăваш культурин вунă кунлăхě  пуçланать. Ăна  Раççейри экологи çулталăкне тата Чăваш Енри Аннепе Атте çулталăкне халалланă. Вунă кунлăх уйăх вěçленичченех тăсăлě. 1-11 классенче вěренекенсен тěрлě мероприятисене хутшăнма, хăйсен пултарулăхне кăтартма  май пур.

         Акă 5в класра вěренекенсем пěр мероприятие хутшăнма та ěлкěрчěç. Вěсем  шкул библиотекинче йěркеленě «Тăван тавралăх», «Кăçал – Аттепе Анне çулě», «Пирěн юбилярсем» выставкăсемпе паллашрěç.  Выставкăсене шкул библиотекарě Н. В. Доманина хатěрленě. Ачасене выставка материалěсемпе чăваш чěлхипе литература учителě Г. А. Педюсева паллаштарчě. Вěренекенсене ěçлě калаçу питě килěшрě.

         Ыран выставкăра 5б классем те пулса курěç.