„Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул” конкурс.

2016 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче  Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕнче „Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул” Республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ  иртрĕ. Çак конкурса Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Вĕренÿ институчĕ  ирттерчĕ. Конкурс тĕллевĕ - чăвашлăха тытса пыракан чи ĕçлĕ шкулсене тупса палăртасси.

         Шкулсен ăмăртăвĕ икĕ тапхăрпа пычĕ: малтан хула-ял-район шайĕнче, унтан – республика шайĕнче. Ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрне 17 шкул хутшăнчĕ. Пирĕн районтан çак конкурсра 3 шкул: Тĕрлемес, Елчĕк вăтам шкулĕсем тата пирĕн шкул хутшăнчĕ. Жюри членĕсем кашни шкул хăй евĕрлĕхĕпе палăрса тăнине палăртрĕç. Шкулсенче вĕренĕве тата класс тулашĕнчи ĕçсене çĕнĕлле йĕркелеççĕ, ал ĕç ăсталăхне вĕрентеççĕ, çак ĕçе ачан ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ. Шкулсем пурте чăваш чĕлхи тавра пĕр пулса чăвашлăхшăн тăрăшаççĕ.

1 вырăна  Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕ, 2 вырăна  Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕ тата Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕ, 3 вырăна Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕ тата Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕ тухрĕç.

         Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Н. Исаев,  Чăваш наци конгресĕн президентчĕ Н.Ф. Угаслов чи пултаруллă та ĕçлĕ шкулсене саламларĕç, дипломсемпе чысларĕç. Пирĕн республикăра çамрăк ăрăва ăс-хакăл тата кăмăл-сипет енчен аталанма, чăваш халăхăн ырă йăли-йĕркине хисеплеме çул уçакан шкулсем тата вĕрентекенсем чылай пулнине палăртрĕç.

Уяв вĕренекенсен концерчĕпе вĕçленчĕ.