«Манăн пěчěкçě çěр-шыв» («Моя малая Родина») çамрăк ӱнерçěсен конкурсě

         Тăван çěре, тăван кěтесе сăнлама яланах кăмăллă. Ара, вăл çуралнă çěр-шыв-çке, ачаран пěлекен чи çывăх вырăн. Хальхинче çамрăк ӱнерçěсен конкурсě «Манăн пěчěкçě çěр-шыв» ятпа ака уйăхěн 18-28 –мěшěсенче  иртрě. Ăна йěркелекенсем: Г.А.  Педюсева (чăваш чěлхипе литератури учителě) тата О.Н. Дмитриева (ӱнер учителě). Конкурс 1-7 классем хушшинче иртрě. Ачасене ěçне çăмăллатас тесе  ятарлă ӱкерчěк-фрагмент панă: кěçěн классем валли  - икě çаврашка, ыттисем валли   - пилěккěтеслěх. (Материала «Асамат-Шевле» журналтан илнě).

          Конкурса пурě 57 ача хутшăнчě. 1в класран 6 ěç тăратнă (вěрентекенсем – Трофимова Н. В., Юркова И.Н.), 2б класран –11 (вěрентекен – Ефимова В. П.), 3в класран – 6 (вěрентекен – Чердакова В. Г.), 4б, 4в классенчен – 17 (вěрентекенсем - Огурцова А. Н., Педюсева Г. А.), 6-7 классенчен – 19 ěç (вěрентекенсем – Ефимова В. П., Педюсева Г. А.). 4в класри Маша Сольниковăпа Денис Сивкин икě фрагментпа та ӱкернě.

         Жюри членěсем ачасен ěçěсене кашни фрагментпа уйрăммăн хакларěç.

 

Икě çаврашкаллă фрагментпа ӱкерекенсем хушшинче (1-4 классем) вырăнсене çапла пайланă:

1 вырăн – Плотникова Лиза (2б – Ефимова В. П.);

                     Макарихина Лиза (4б – Педюсева Г. А.).

2 вырăн – Шихранова Юлия (1в – Трофимова Н. В.);

                  Леванова Дарья (4б – Огурцова А. Н.).

3 вырăн – Шипигина Кристина (2б – Ефимова В. П.);

                      Смирнова Евгения (4б – Педюсева Г. А.);

                      Тихонова Софья (4в – Педюсева Г. А).

 

Пилěккěтеслěх фрагментпа ӱкерекенсем хушшинче (4-7 классем) вырăнсене çапла палăртнă:

1 вырăн – Мухамедзярова Динара (6б), Моисеева Светлана (7б);

2 вырăн – Афанасьева Алёна (6б), Сергеева Екатерина (7а);

3 вырăн – Липатова Юлия (6б), Львова Полина (7б).

 

Конкурса хутшăннă кěçěн класра вěренекенсене пурне те Сертификат парěç. Çěнтерӱçěсене Хисеп хучěсемпе чыслěç.