Ака уйăхěн 28-мěшě.

2016 çула Раççей Президенчě В. В. Путин Раççейри кино çулталăкě тесе палăртрě. Паллах, эпир те, Куславккари 3-мěш шкулта вěрентекенсемпе вěренекенсем кинопа çыхăннă мероприятисене ирттермесěр, вěсене хутшăнмасăр тăма пултараймастпăр. Çитменнине ку çул чăваш халăхěшěн те пысăк пěлтерěшлě: 1926 çулхи июнěн 22-мěшěнче  «Чăвашкино» творчество пěрлешěвě йěркелекеннě. Кăçал ăна йěркеленěренпе шăпах 90 çул çитет. Çавна май 6б класра  «2016 çул – Раççейри кино çулталăкě» ятпа мероприяти иртрě. Ăна В. П. Ефимова тата Г.А. Педюсева вěрентекенсем, Р. Г. Попова библиотекарь хатěрлерěç. Сăмах ытларах хамăр республикăри кино ěçě çинчен пычě. Г. А. Педюсева хатěрленě пултарулăх ушкăнě улттăмěшсене шăпах çакăн çинчен каласа пачě.

«Чăвашкино» студие Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский йěркелесе янă. Унăн арăмě Тани Юн чăвашсен пěрремěш киноактриси пулнă, ăна вырăссен паллă артисткипе Любовь Орловăпа танлаштарнă.  1926-1932 çулсенче «Чăвашкино» 7 илемлě, 3 документаллă фильм, чылай киножурнал  ÿкернě. Ку вăхăтра чăваш киностудийě Совет Союзěнчи автономлă респуликисенчи пěрремěш киностуди пулнă. Унтан ăна «Востоккино» студипе пěрлештернě. И. Максимов-Кошкинский «Востоккино» ÿкернě виçě фильмра вылянă.

«Атăл пăлхавçисем» фильмра ытларах вырăс артисчěсем пулнă, каярах ÿкернисенче – чăваш артисчěсем. К.М. Васильев-Катнуй вара студире артист та, художник та пулса ěçленě. Пирěн ентешсем те  «Чăвашкино» ěçне активлă хутшăннă: П. Н. Осипов артист пулнă,  Н.Ф. Мранькка сценарисем çырма хутшăннă.  Анчах та 30-мěш çулсенчи репрессие пула «Чăвашкино» ÿкернě фильмсене çунтарса янă. Паянхи куна  «Страна Чувашская» документаллă кинолента, «Киремет кати» илемлě фильм тата «Ял» фильмăн пěр пайě çеç сыхланса юлнă.

1970 çулта Киеври А. Довженко ячěллě киностуди «Сеспель» илемлě фильм ÿкернě. Унта Çеçпěл Мишши рольне чăваш артисчě Иосиф Дмитриев (Иосиф Трер) вылянă. Фильма пирěн ентеш Ольга Ырсем та хутшăннă.

Хальхи вăхăтра кульура ěçченěсем Чăваш Енри кино ěçне аталантарас тесе нумай ěçлеççě. 2014 çулхи июнěн 14-мěшěнче Чăваш Республикинчи киномотографистсен пěрлешěвне регистрациленě.

Унăн ертÿçи – Ултияр (Олег) Цыпленков. Шăпах вěсем тăрăшнипе 2015 çулхи ноябрь уйăхěнче Пěтěм чăвашсен «Асам» кинофестивалě иртрě.

Унсăр пуçне çулсерен Шупашкарта вак халăхсен Пěтěм тěнчери кинофестивалě иртет. Çěнтерӱçěсене бронзăран тунă «Анне» статуэткăпа чыслаççě. Кăçал IX фестиваль пулмалла.

Чăвашран Н. Мордвинов, С. Садальский паллă артистсем тухнă. Раççей чапа тухнă Ефремевсем – И. Я. Яковлев тăхăмěсем, А. Градов – Максимов-Кошкинскисен мăнукě.

В. П. Ефимова вěрентекенпе Р. Г. Попова библиотекарь ачасене Чăваш Енри киномотографи çинчен калакан презентаципе,   видеорепортажпа,  кěнеке выставкине паллаштарчěç, мěн ас туса юлнине пěтěмлетме викторина ирттерчěç.

Мероприятире Юля Кудряшова, Аня Белова, Кристина Спиридонова, Динара Мухамедзярова, Юля  Липатова, Алена Афанасьева уйрăмах маттур пулчěç. Вěсенчен виççěшě (Ю. Кудряшова,  К. Спиридонова, Д. Мухамедзярова) «Асамат-Шевле» журнал  регионсем хушшинче ирттерекен «2016 год в России – год российского кино» викторинăна хутшăнчěç. Хăйсен ěçěсене  журнала  М. Язаров (7б), К. Юркова (8б), А. Александров (9а) та ярса пачěç. Пěтěмлетěвě шăпах «Чăвашкино» юбилейě валли пулě.