«Çуркунне йыхравçи»

         Ака уйăхěн 23-мěшě. Ку кун 4в класра вěренекен хěр ачасемпе арçын ачасемшěн, чăннипех те, уяв пулчě. Паян вěсем хăйсен пултарулăхне «Çуркунне йыхравçи» темăпа ирттернě урокра кăтартса пачěç. Урок темине тупма йывăрах пулмарě: ăна пуç ватмăшран тупрěç тăваттăмěшсем. Ěç тěллевěсене те çăмăлах палăртрěç вěсем: урокра вуламалла, ыйтусене хуравламалла, çěнě сăмахсене пăхса тухмалла, грамматика хăнăхтарăвěсене тумалла.  Чи малтанах ачасем çуркунне паллисене аса илчěç. Çак паллăсенчен пěрин çинче (Кайăксем кăнтăртан вěçсе килеççě) чарăнса тăчěç. Сăмах урокра шăнкăрч пирки пычě. Ачасем сăвăри сиктерсе хăварнă сăмахсене тупрěç, шăнкăрчсем çинчен текст вуларěç, синквейн турěç, ыйтусене хуравларěç, шăнкăрч çинчен каласа пачěç.  

         Çуркунне çут çанталăк чěрěлет, вăл пуриншěн те савăнăçлă вăхăт. Çавăнпа та урока вăйă элеменчěсем нумай кěртнě. «Кайăксем» кроссворд та кăсăклă пулчě ачасемшěн. Унта учитель сěнěвěпе çуркунне пирěн пата вěçсе килекен кайăк ячěсене выраçтармалла, чи малтан вěçсе килекен кайăк ятне тупмалла.  Ку курак иккен. Шăнкăрч юрăçран кая юлас мар тесе хăйсем те çуркунне çинчен юрă шăрантарчěç.

         Урока 4 «Мěн» принципěпе  пěтěмлетрěç:

1) Мěн çинчен калаçрăмăр?»

2) Мěн çěнни пěлтěр?

3) Мěн чи интересли пулчě?

4) Урокра чи килěшни мěн пулчě?

         Юлашкинчен ачасем пěр-пěрин ěçне хакларěç. Вěренекенсем те,  вěрентекен те урок итогěсемпе кăмăллă юлчěç.