«Çуркунне»

          

         Ака уйăхěн 22-мěш кунě. Урамра шăнкăр-шăнкăр çуркунне. Ачасемшěн те, аслисемшěн те чи хаваслă вăхăт.  Шăпах «Çуркунне» темăпа иртрě урок 4б класра.

         Чи малтанах ачасем çуркунне çинчен мěн пěлнине каласа тухрěç, «Çуркунне паллисем» кластер турěç. Вěрентӱ пособийěнчи хăнăхтарусемпе ěçленě май кластера хушса пычěç.

         Грамматика пайěнче предложенисенчи подлежащисемпе сказуемăйсене тупрěç, япала ячěсене «вăл», «вěсем» местоименисемпе ылмаштарма пěлнине кăтартрěç. Глаголăн хальхи тата пěрре иртнě вăхăт формисене аса илчěç,  глагол тěпě çумне хушăнакан аффикссене те тěрěс тупрěç. Унтан Лиза Макарихина мěншěн ку е тепěр аффикс хушмаллине правилăпа çирěплетсе пачě.

         Текстпа ěçлесси çак йěркепе пулса пычě:

1)    Ачасем текста çурма сасăпа вулаççě, текстпа пěрремěш хут паллашаççě;

2)    Иккěмěш хут вуланăçемěн пěлмен сăмахсене палăртаççě, доска çине тухса çыраççě, вěсене словарьте шыраса тупаççě, вěрентекен сěннипе вěсене темиçе хут та калаççě, «çутатать» сăмах пулăвне тишкереççě (унпа пěр тымарлă «çутă» сăмаха ачасем пěлеççě);

3)    Текста ят параççě (текстри чи нумай тěл пулакан сăмах - ХĚВЕЛ);

4)    Текста виççěмěш хут вулаççě, унтан куçараççě.

5)    Текст авторě (Г. Н. Волков) пирки учитель каласа панине итлеççě.

6)    Пуç ватмăш тупсăмне тупса текстăн тěп шухăшне палăртаççě: ХĚВЕЛСĚР ÇĚР ÇИНЧЕ ПУРНĂÇ ÇУК.

Тăватă йěркеллě сăвăра та хěвел çинченех каланă. Сăвва тěрлěрен тишкерчěç ачасем, кěвěлерěç, ларса, тăрса, утса (физкультпауза) юрласа пăхрěç. Ěç тетрадěнче панă ěçсем те йывăр пулмарěç тăваттăмěшсемшěн. Юлашкинчен Софья Носовăпа Никита Мораньков «Эпě пěчěкçě чăваш» конкурс валли вěреннě сăвăсене вуласа пачěç.

Урок пурне те килěшрě: ачасем хăйсен кăмăлěсене палăртса ХĚВЕЛ ӱкерчěкěсене доска çине çыпăçтарчěç. (пěри те ПĚЛĚТ ТАТКИНЕ суйласа илмерě). Пуринчен ытла тăваттăмěшсене урока 10б класра вěренекен Ангелина Мотовăпа Люда Мушкарёва ирттерни кăмăла кайрě. 

 

Çак кунах 6Б класра та «Çыратпăр та ӱкеретпěр» темăпа уçă урок иртрě. Вăл чăваш чěлхи, тăван ен культури тата ӱнер предмечěсене пěрлештерсе (интегрирование) ирттернě урок пулчě. Йăлана кěнě тăрăх, ку класра кирек мěнле разделри юлашки урок Чăваш Ен çинчен иртет.  Халě те çаплах пулчě: улттăмěшсем çак урокпа «Раççейри республикăсем» раздела вěçлерěç. Урокăн тěп тěллевě: ачасене çут çанталăка сăнама, ăна сăнлама тата упрама вěрентесси. Малтан чăваш чěлхи учителě Г. А. Педюсева вěренекенсене «Тăван тавралăх» кластер тума сěнчě. Унтан кластерти сăмахсене таблицăна куçарчěç ачасем, вěсем çумне тěсе пěлтерекен паллă ячěсене тата çак сăмахсенчен пулнă глаголсене вырнаçтарчěç, вырăна кăтартакан сăмахсене хушса çырчěç. Çапла майпа таблицăра текст йěркеленчě.

Ун хыççăн ӱнер учителě О. Н. Дмитриева сăмах илчě. Вăл ачасене чăваш тата вырăс ӱнерçисен çуркуннене сăнланă ěçěсене кăтартрě, пейзаж ӱкерчěкěсенче мěнле сăрăсем ытларах тěл пулнине сăнама сěнчě,  Вěренекенсен таблицăри предложенисене хăйсен ӱкерчěкěсене «куçармалли» çеç юлчě. Хăвăртрах пултăр тесе ачасем йěпетнě хут çинче сăнарларěç  тăван тавралăха. Питě тăрăшса, чăваш кěвви-çеммипе киленсе ěçлерěç улттăмěшсем. Çапла майпа ачасен ěçěсенчен выставка йěркеленчě.

Юлашкинчен клоуз тестпа усă курса кашни ача хăй ěçě çинчен тепěр текст çырчě. Урок çак сăмахсемпе вěçленчě:

Тăван çěре упра, юрат,

Тăван çěре чысла.

Вара сан пурăнма юрать –

Юрла, ташла, ěçле.

Мěншěн тесен пиртен кашни – çут çанталăк ачи.

PS: Оксана Николаевна çак урокпа республикăри конкурса хутшăнма кăмăл турě.