Ĕç вăл - пурнăç илемĕ.

         Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 3 В класра «Ĕç вăл - пурнăç илемĕ» ятлă

 уяв иртрĕ. Ăна ĕç çынни çулталăкне халалланă.Уява ашшĕ-амăшĕсем пуçтарăнчĕç. Ачасем пурте чăваш тумĕсемпе. Вĕсем ĕç çинчен калакан тĕрлĕ ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, хăнасене хăйсем хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕç, сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, вăйăсем вылярĕç. Уяв пурне те кăмăла кайрĕ.