«Çут çанталăка упрасси – çĕр шыва сыхласси»

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче шкулта Чăваш чĕлхипе культури вунăкунлăхĕ пуçланчĕ.  Юркова Ирина Николаевна  7-мĕш «В» класра «Çут çанталăка упрасси – çĕр шыва сыхласси» темăпа уçă  урок ирттерчĕ. Урокра  ачасем питĕ хастар ĕçлерĕç, хăйсен пĕлĕвĕсене аван кăтартрĕç. Ачасем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçласа çут çанталăка упрасси - кашни çыннăн тивĕçĕ пулнине лайăх ăнланса илчĕç, экологи проблемисене сÿтсе яврĕç.

Урокра туяннă пĕл ÿсемпе ĕçсене пурнăçра та вырăнлă усă курасса шанас килет.