Чăваш чĕлхипе культури вунăкунлăхĕ

Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, шкулта Чăваш чĕлхипе культури вунăкунлăхĕ уçăлчĕ.  Эрне тăршшĕпех уçă уроксемпе тĕрлĕ мероприятисем иртĕç, куравсемпе  экскурсисем  ĕçлĕç. Вĕсен тĕп теми  - çут çанталăка упрасси. Ара, кăçалхи çул – экологи çулталăкĕ-çке-ха.

Юркова Ирина николаевнăпа Ефимова Валентина Павловна уçă уроксем кăтартма та ĕлкĕрчĕç. 7-мĕш «В» класри урок «Çут çанталăка упрасси – çĕр шыва сыхласси» темăпа иртрĕ, 5-мĕш «В» класра – «Çĕр улми – иккĕмĕш çăкăр» темăпа. Уроксенче ачасем питĕ хастар пулчĕç. Маттурккасене уроксене пырса курнисем питĕ мухтарĕç, вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕç.

Чăваш чĕлхипе культурин эрни ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Пурне те уçă уроксемпе мероприятисене пырса курма йыхравлатпăр. Кăмăл пуррисен хăйсен те уява хутшăнма май пур. Ырă сунса кĕтетпĕр.